Челепи облаҫӗнчи чӑвашсен культура центрӗ (ертӳҫи Сергей Герасимов) йыхравланипе Ҫтерлӗри «Сарпи» эстрадӑпа фольклор ушкӑнӗ асӑннӑ хулара гастрольте пулнӑ. Пушкӑртстанри «Урал сасси» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫтерлӗсем унта халиччен пулман. «Сарпи» артисткисем вырӑнти чӑвашсене пуян концерт программипе савӑнтарса манӑҫми тӗлпулу парнелерӗҫ», — хыпарланӑ Пушкӑртстанри ӗҫтешсем.
Уяв каҫне салам сӑмахӗ каласа Ҫтерлӗри чӑваш наципе культура автономийӗн ертӳҫи Федор Кузьмин уҫнӑ. Кӳршӗлле пурӑнакан чӑваш центрӗсем хушшинче туслӑх тахҫанах ҫуралнине палӑртнӑ май вӑл Ҫтерлӗри чӑваш культура автономийӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе те паллаштарнӑ. Икӗ сехет ытла пынӑ концерт пӗр самант пек иртсе кайнӑ. Челепи хулинчи чӑвашсем килӗсене тулли кӑмӑлпа саланнӑ.
Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Шупашкарти «Ровесник» (чӑв. Тантӑш) культура ҫурчӗ пӗчӗккисен хушшинче «Пӗчӗк паттӑр» конкурс ирттерет. Йӗркелӳҫӗсем ӑна пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ теҫҫӗ те, анчах ачасен спортри пултарулӑха та кӑтартма тивӗ.
Конкурс ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртӗ. Унта ултӑ ҫулхи арҫын ачасене йыхравлаҫҫӗ. Ӑмӑртӑва хула шайӗнче йӗркеленӗ май хулари ҫак ҫулти мӗнпур ачана чӗнеҫҫӗ.
Конкурса хутшӑнакансен хӑйсемпе тата хӑйсен кӑсӑкланӑвӗпе паллаштарма тивӗ. Пултарнине кӑтартса памалли самантсем те пулӗҫ. Тата вӗсене чӑваш халӑхӗн авалхи спортӗнче, кӗрешӳре, тупӑштарӗҫ. Ҫакм енӗпе арҫынсем мӗн авалтан хӑйсен вӑйне тӗрӗсленӗ.
Конкурспа ҫыхӑннӑ мӗнпур ыйтӑва +7 (8352) 23-04-66 телефонпа шӑнкӑравласа ыйтса пӗлме юрать.
«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2018» акцин сӑн-сӑпачӗ пулма И. Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенткине Александра Прокопьевӑна суйланӑ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтне диктанта хатӗрлекен йышӑну комиссийӗн пайташӗсем пӗлтерчӗҫ.
Александра Прокопьева асӑннӑ университетӑн чӑваш тата вырӑс филологи факультечӗн 5-мӗш курс студентки. Вӑл Тӑвай районӗнчи Тӑрмӑш ялӗнче ҫӗртмен 7-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Гороскоппа — йӗкӗреш.
Александра ячӗ пирӗн сайтра та пӗрре тухнӑччӗ — виҫӗмҫул вӑл чӑваш чӗлхине тӗпчесе «ЮНЭКО» форумра ҫӗнтернӗччӗ. Ҫавӑн пекех асӑнса хӑварас пулать: Тӑрмӑш хӗрӗ 2017 ҫулта Шупашкарта иртнӗ «Аслӑ Атӑл ҫамрӑклӑхӗ» конференци-фестивальте те палӑрнӑ.
Пӗлтӗр ку тивӗҫе пурнӑҫлама наци радиовӗн дикторне Мария Самделовӑна суйланӑччӗ.
«Тусӑмсем, сире валли кӑштах пуҫа ватмалли тӗслӗх... Ҫак кунсенче мӗн пур чӑваш тӗнчи чӑваш чӗлхи уявне паллӑ тума хатӗрленет... Вӑт ҫапла хисеплетпӗр эпир тӑван чӗлхене!!!», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Альбина Юрату сӑвӑҫ.
Хӑйӗн сӑмахне ҫирӗплетме вӑл йыхрав хутне вырнаҫтарнӑ. Сӑмахӗ унта илемлӗ вулакансен СССР халӑх артистки Вера Кузьмина ячӗллӗ регионсем хушшинчи конкурсӗ пирки пырать. Ӑна Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствипе Халӑх пултарулӑхӗн республикӑри центрӗ ирттерет иккен.
Альбина Юрату йыхраври йӑнӑшсене ручкӑпа чӗрмеленӗ те сӑн ӳкерсе тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ.
«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» акцие кӑҫал та ирттерӗҫ. Вӑл яланхилле чӑваш чӗлхи кунӗнче, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче пулӗ. Текста радиопа вуласа парӗҫ, ятарласа хатӗрленӗ аудиторисенче ҫырма май пулӗ.
Йӗркелӳ комитечӗ паян пухӑнса тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе яврӗ. Вӗсен йышӗнче: диктант текстне ҫирӗплетесси, радио эфирӗнче текста кам вулассине палӑртасси тата ыттисем.
Чи пӗлтерӗшлисенчен диктант текстне суйласси пулчӗ. Йӗркелӳ комитетне пурӗ ҫичӗ текст ярса панӑ. Кунта Иван Яковлев пурнӑҫӗпе ҫыхӑннисем те, чӑвашлӑха ҫутатакансем те пулчӗҫ. Чӑваш чӗлхине халалланӑ икӗ текст пулчӗ: пӗри Г. Ефимовӑн «Сӑнарлӑ чӗлхемӗр — тӑван чӗлхе», тепри — Александр Артемьевӑн прозӑлла сӑвви. Йӗркелӳ комитечӗ «Салампи» авторӗн текстне суйларӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкарти 47-мӗш вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литературине верентекенсен республикӑри конкурсӗн финалӗ иртнӗ. Ҫӗнтерме 10 педагог, вӗсен шутӗнче Тутарстанри те пулнӑ, ӑнтӑлнӑ.
Вӗрентекенсем чӑваш чӗлхи урокне епле ирттернине кӑтартса панӑ, тӳресен умне чӑваш тумӗпе тухнӑ. Пуринчен ытла балл пухса Шупашкарти 40-мӗш шкулта ӗҫлекен Александр Степанов ҫӗнтернӗ. Каярах вӑл Мускавра иртекен наци чӗлхисен учителӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри ӑсталӑх сехетӗнче хӑйӗн профессири пултарулӑхне кӑтартӗ.
Маларах Чӑваш халӑх сайчӗ пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ — 2018» конкурса пӗтӗмлетнине пӗлтернӗччӗ. Хулари 40-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Александр Степанов унта «Педагог дебючӗ» номинацире ҫӗнтернӗччӗ.
«Idel.Реалии» сайтра чӑваш наци юхӑмӗн 90-мӗш ҫулсенчи хастарӗпе Виктор Егоровпа интервью пичетленнӗ. 1989 ҫулта ҫак ҫын Чӗмпӗр облаҫӗнче чӑвашсен И.Н. Ульянов ячӗллӗ культурӑпа ҫутӗҫ обществине йӗркеленӗ, ӑна хӑех темиҫе ҫул ертсе пынӑ.
Виктор Аванмарта халӗ художник тата скульптор евӗр пӗлеҫҫӗ. Хушма ятӑн пӗлтерӗшне тавҫӑрма йывӑр мар: аван + мар + арт (ӳнер).
Виктор Ааванмарт чӑваш наци уявӗсене епле ирттернине те каласа кӑтартнӑ. Пӗлтӗр вӑл Чӗмпӗр облаҫӗнчи Ялавӑрта Акатуйра пулнӑ иккен. Уявра казаксен хорӗ, районти культура ҫуртӗнчи тата вырӑнти артистсем юрланӑ. Ларекра тавар сутакансем чӑвашла юрланисӗр пуҫне сцена ҫинче пӗр чӑваш юррине те илтмен Виктор Аванмарт.
Шкулсенче чӑваш чӗлхине хальхи пек пӗчӗк шайра вӗрентни наци туртӑмӗнчен пистерекен прививкӑпа тан тесе шухӑшлать вӑл.
Шупашкарта шкул ҫулне ҫитменнисене «Хунав» конкурса хутшӑнма чӗнсе калаҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурс чӑваш халӑхӗн культура эткерлӗхне тӗпчес, аталантарас тата упраса хӑварас тӗллевлӗ. Патриотизм туйӑмне сарассипе, пӗр-пӗрне юратма вӗрентессипе те ҫыхӑннӑ вӑл. Конкурса хутшӑнса ачасем тӑван тӑрӑхпа кӑсӑкланма пуҫласса та шанаҫҫӗ.
Конкурс-фестиваль темиҫе номинаципе иртӗ. «Илемлӗ чӑваш юрри» ятлине хутшӑнакансен хитре юрласа кӑтартмалла. «Асамлӑ юмах тӗнчи» номинацине суйласан чӑваш юмахне лартмалла. «Янра, сӑввӑм, хыттӑнрах» номинаципе чӑвашла сӑвӑсем вуламалла.
Шупашкарти конкурсра ҫӗнтернисем республика шайӗнче ӑмӑртӗҫ. Заявкӑсене ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Районсемпе хуласенчи тапхӑр ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Унта ҫӗнтернисем республикӑри ӑмӑртура ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тупӑшӗҫ.
Конкурса Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министертсвипе Вӗренӳ институчӗ йӗркеленӗ.
Ӗнер МИХсенче Юрий Исаева вӗренӳ институчӗн ректорне лартасси пирки хыпар тухрӗ. Паллах, паянхи сӑмах Юрий Николаевич ҫинчен мар пулӗ. Калаҫу чӑваш чӗлхи пирки. «Правда ПФО»-ри комментарисене вуланӑ хыҫҫӑн ман пӗр шухӑш кӑна ҫуралать: эпир, чӑвашсем, хамӑр чӑваш чӗлхипе, мӗн, выльӑхран та япӑхрах-им? Чӑвашӗсем хӑйсен пуҫӗсене мӗнле кӑна ҫӗкле пуҫлаҫҫӗ, хӑйсен прависем пирки аса илтереҫҫӗ — вӗсене тӳрех е Китая (тӗслӗхрен, мана) е Турцие хӑвалаҫҫӗ. Акӑ пӗр шухӑша цитатӑлатпӑр:
Тролли и провокаторы - враги Чувашского и Русского народов пытаются навязать чувашский шовинизЪм. Считающих себя тюрками, здуйте в Турцию, - откуда получаете свой гешефт.
Чӑваш чӗлхи хӑшӗ-пӗришӗн вӑкӑра тарӑхтаракан хӗрлӗ пир пекех! Чӑвашӗ вырӑсла калаҫать, вырӑсла ҫырать пулсан — пит йӗркеллӗ, никамӑн та хирӗҫ сӑмах калама сӑлтав ҫуралмасть. Мӗнле кӑна чӑвашла калаҫа пуҫлать — тӳрех чӑваш шовинисчӗ, тӳрех Турцие ӑсанмалли ҫын. Мӗншӗн тесен хӑйсем пӗлекен чӗлхепе мар калаҫать, вӗсемшӗн ют чӗлхепе.
Нумаях пулмасть Николай Балтаев медальерпа тата граверпа «Idel.Реалии» интернет-хаҫатра Эрсубай Янгаров кӑсӑклӑ интеревью пичетленӗ.
Ӑста Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче халӑх художество пултарулӑхен кафедринче доцент пулса ӗҫлет. Унӑн мӑшӑрӗ Людмила Балтаева — пусма енӗпе ӑста технолог иккен. Балтаевсен аслӑ ывӑлӗ Азамат Чехинче ювелира вӗренет, кӗҫӗнни Аттила – Питӗрте тимӗрҫе. Пӗрле пулса вӗсем сӑвар-пӑлхар тумтирӗпе капӑрлӑхне ӑсталаҫҫӗ.
Николай Балтаев этнос усламӗпе ӗҫлеме ҫӑмӑл маррине палӑртнӑ. Ҫавӑнпах вӑл мӑшӑрне: «Ку улӑпла ӗҫ», — тесе хӑш чухне калать-мӗн.
Интервью авторӗ интеллигенци Балтаевсен таварӗпе кӑсӑкланнипе кӑсӑкланманни пирки те ыйтнӑ. Туянакансем вӗреннӗ ҫынсен хушшинче сахал иккен. «Интеллигентсенче эпӗ шанчӑка ҫухатнӑ. Вӗсем килте чӑвашла калаҫманпа пӗрех, вӗсен ачисем те чӑвашла пуплемеҫҫӗ. Хӑйсен ачисемпе тата мӑнукӗсемпе чӑвашла сӑмахлакансене шутласа кӑларма пӗр алӑри пӳрнесем те ҫитеҫҫӗ», — тенӗ Николай Балтаев.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.08.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ.
| Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Колхоз ялавӗ» (халӗ «Елчӗк Ен») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |